Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XIII пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Миҫе ир, каҫ, миҫе эрне
Асра йӗр хӑвармасӑр иртрӗ?
Иртни пулма пӗри пӗрне
Ҫула ҫул ӗмӗрлӗхе витрӗ.
Ҫулсем иртсен те ҫут ҫанталӑк
Ҫухатмӗ хӑйӗн йӗркине:
Хӗвелшӗн шуҫӑм пулӗ алӑк,
Унтан кӗрет вӑл ирхине;
Шап-шурӑ уйӑха шупкатӗ,
Сӗнк кайнӑ вӑрмана ирпе
Кӑштах нӳрленнӗ лӑп ҫилпе
Ачашшӑн, амӑш пек хускатӗ.

Пырать йӑли ун ӗмӗртен:
Ытла тулашнӑ тӑвӑл хыҫҫӑн.
Сасартӑк, тем таҫти ҫӗртен
Ҫитсе, ыр сывлӑш лӑпкӑн, уҫҫӑн,
Кӗҫ ӑшӑ хумӑн сарӑлать.
Йӑлт ирӗлет хӑп-хӑмӑр пӗлӗт —
Тӳпе ҫӑл шыв пек тӑрӑлать.
Пулман пек нимӗн те: хӗвелӗ
Каллех хавассӑн йӑл кулса
Сапать артаклӑн ӑшшине,
Тавралӑх ырлӑхпа тулса
Ярать илемлӗ ташшине.

Тар ҫуркунне. Ян сассемпе
Яр уҫӑ ҫут ҫанталӑк тулчӗ;
Тавралӑх тӗрлӗ тӗссемпе
Хавассӑн пӑхрӗ те йӑл кулчӗ.
Пур чӗрӗлӗх ӗҫре: чӗр чунӗ
Иртен каҫчен ав тӑрмашать;
Ҫерҫишӗн те кун ырлӑх кӳнӗ:
Сикет, вӗҫет вӑл, тӑрӑшать.
Чун савӑнать, ҫӗкленчӗ кӑмӑл.
Ах, пур-ши ырлӑхӑн виҫи?

Анчах та пурнӑҫ — ҫамрӑк хӑмӑл,
Хуҫма пултарӗ шухӑ ҫил.

Каҫ. Тӳпене ак хӗвел анӑҫ
Пӗветрӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнпа.
Вӑл сыв пуллашрӗ те кунпа
Вӑраххӑн сӳнчӗ — ҫитрӗ манӑҫ.
Систерчӗ хӑйӗн сӑвапне,
Анчах та ҫук: кӗпер патне
Хӗр анчӗ, тӑчӗ, калӑн, тӑлӑх.
Ах, мӗн пирки ун пичӗ тӑрӑх
Куҫҫуль, йӑр-йӑр чупса, тумламӑн
Ҫӗре чӗр сывлӑм пек ӳкет-ши,
Пуҫне хӗр хурлӑхлӑн пакет,
Тен, ӗмӗтне шӑпи тӑлланӑ?

Ӑҫта каяс пуҫ анрасассӑн,
Мӗнле чӑтас чӗре сурсан,
Умра хура инкек тӑрсассӑн,
Пӗрле, юлмасӑр, вӑл пырсан?
Тулашӑн, чирлӗн, асапланӑн...
Ҫемҫелӗ чун-чӗрӳ йӗрсен;
Ытла та тим чӗрре кӗрсен
Эс ӑс хушнипеле лӑпланӑн.
Вӑраххӑн кӑмӑлу ҫӗкленӗ,
Эс тухӑн чун асапӗнчен,
Ҫӗнелӗ шанчӑк, чечекленӗ,
Эс юлмӑн ӗмӗтпе пӗччен.

Чечекшӗн ҫут тӗнче хупланнӑ:
Йӗри-тавра шыв-шур, карта.
Памасӑр канӑҫ кӑкӑрта
Хавшак чӗри ун асапланнӑ:
«Ӑҫта-ши хӑтлӑх, хӑш енче?»
Вӗҫет ӑспа вӑрман, хир урлӑ.
Пулсан та ҫулӗ сӑртлӑ, шурлӑ,
Ун пысӑк шанчӑк хӑйӗнче.
Анчах хӑҫан та кам кантарӗ
Ӑсне, хӗрӳллӗ чӗрине,
Кам паре ӑс, кам ӑнлантарӗ,
Кам уҫӗ чӑнлӑх ҫӑрине?

Чӗри хускалчӗ ҫамрӑк хӗрӗн...
Тен, кулӑн та, тен, вӑрттӑн йӗрӗн,
Туйсассӑн шиклӗ шанчӑка.
Анчах ӑҫтан тӗлне пӗлетӗн,
Тен, шухӑшра эс йӗркелетӗн
Пуҫра тӑран саланчӑка.
Кам тухрӗ ҫул сине? Ишут...
Те чухӑнланӗ хӗр, те пуйӗ
Те халӗ вӑл хӑйне хӑй суйӗ? —
Тавлашрӗ ӑс тимпе ҫӗр хут.
Чечек, эс камшӑн, мӗн упран,
Иртни сан тухрӗ-им шутран?

Анчах та кӑмӑлӗ пӑлханнӑ —
Чечекӗн пуҫӗ усӑнать.
Кам йӳтӗмсӗр ӑна ылханнӑ,
Кам халь ӑна усал сунать?
Йышра хӑйне тытман йӗркесӗр,
Ват ҫын сӑмахӗнчен тухман,
Чӗнсессӗн ҫын пулман чӗлхесӗр,
Ҫук, ҫӗн тӗне те ҫулӑхман.
Ҫапах ҫӗнни вӑл илӗртӳллӗ,
Пыраканни курман тиркӳ...
Каҫхи чӗр сывлӑшра чӗнӳллӗн
Сапать чан сассине чиркӳ.

Чечек халь утре ун патне.
Хӗр чун-чӗри таса та тӑрӑ,
Ӑс йӑнӑшсан, ҫырлахтӑр Турӑ,
Кӑтарттӑр хӑйӗн хӑватне...
Пусма, чул паперть, тимӗр алӑк,
Тивлетлӗ сӗмлӗх тӑнн тӑрать:
Тен, вӑл илӗртекен пахалӑх,
Анчах чун ҫӳҫенет, хӑрать
Шала кӗрсессӗнех вӑл темшӗн.
Курать хӗр: халӑх чиркӳре.
Мӗнпе паха ку ҫурт этемшӗн,
Тен, шанчӑк халӑха кӳрет?

Пӗччен... Курмасть таврарине;
Ҫумра никам та ҫук пек уншӑн.
Халь тур умне пулас кун-ҫулшӑн,
Сирес пуҫри шыв ҫаврине,
Хӑй шухӑш-туйӑмне хурасшӑн.
«Ах, Туррӑм, пӳлӗхӗм, тархасшӑн,
Илтсем мана, курсам ҫӳлтен,
Эс ан кайтар мана сӳлтен.
Парсам мана халь чӑтӑм, тӳсӗм
Кӗтсе илме ыр кунӑма;
Сая ан кайтӑр манӑн ӳсӗм,
Ҫул такӑр пултӑр пынӑ май».

Хӗр чул пек хытнӑ; хускалмасӑр,
Тӑрать вал лӑпкӑ, тӗлӗрсе.
Тен, куҫҫульне халь кӑлармасӑр, —
Вӑл вӑрттӑн, ӑшӗнче йӗрсе, —
Хӑйне паян лӑплантарасшӑн,
Ӑсра хӑй тунӑ тӗнчене, —
Унта йӑпаннӑ пӗчченех, —
Никам сисми тухса тарасшӑн?
Ҫӳҫенчӗ, ыйхӑран вӑранчӗ.
Ах, тин кантарчӗ кӑшт чунне.
Те ырлӑхран? — хӗр ҫупӑрланчӗ
Хӑй ҫӗнӗ ӗмӗчӗ ҫумне.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 08:53:28 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2626 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем